Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял гороскопӗ (Е. Брускова)

Ҫурхи кун уйра-мӗн СУРӐХ,
шӑтса тухнӑ симӗс курӑк...
Мӗкӗрет хӑватлӑн ВӐКӐР:
Мӗн тери эп вӑйлӑ - пӑхӑр!
ЙӖКӖРЕШСЕМ ҫуммӑн ларнӑ,
Ҫиме кашӑк та кӑларнӑ.
Сӑрапа РАК питӗ тутлӑ,
Кӳлӗре, шел, юлнӑ шутлӑ...
Артельпе хуҫа-мӗн АРӐСЛАН:
Ун валли пӗр выльӑх та юлман...
Куҫне хывнӑ ХӖР ҫине вӗл,
Тулӗ-ха унпа та кӑмӑл!
ТАРАСА ҫине хӗр тӑнӑ —
Хӑш самантра мӑнтӑрланнӑ?
СКОРПИОН — кӑтра Антун,
Кампа пултӑн-ха? Ан тун...
УХӐҪӐ эп, тет, хӑюллӑн:
Пулас килчӗ ашшӗ манӑн.
ТУ КАЧАКИ ун савнийӗ,
Мӑйрака лартать варлийӗ...
Ҫуттине куллен ҫӑтатӑн:
ШЫВ ТӐКАН вӑл - мӗн ыйтатӑн?..
Урӑх нимӗн те пӗлместӗп —
ПУЛӐ евӗрех чӗнместӗп...

Е. Брусова


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-09 23:21:54 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2728 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем